Моргаушский район отметил свое 75-летие. Самый молодой район нашей республики творчески поздравил сотрудник Чувашского кадетского корпуса, уроженец Моргаушского района, воспитатель выходного дня Федоров Валерий Варсонофьевич. Он посвятил своей малой родине стихотворение собственного сочинения.

 

Тӑван енӗм тавра

Муркаш районӗн 75 ҫулхи юбилейне халаллатӑп.

I

 Икӗеннеллететӑвалла,

 Калӑн, чӑнта, ентешсенкун-ҫулӗ

«Тӑвалла пулсан та – малалла!»                                        

      Асфальт сарнӑ такӑр ҫулӗ-йӗрӗ, -

Элӗк-и, Муркаш е Шупашкар,

Туххӑмрах пире илсе ҫитерӗ,

Чунупа кӑна эс пул хастар.

Ҫамрӑк чух кашни таҫта та ҫитӗ,

Тем те курӗ пурнӑҫ тӑршшӗнче,

Пур-пӗр яланах асра вӑл тытӗ:

Тӗп тымар –тӑванлӑх картинче.

Тӑван кил хапхийӗнчен тухсассӑн,

Чи малтан эс уҫнӑ шкул ҫулне.

Ҫывӑх ҫулсене утса тухсассӑн,

Хӑнӑхнӑ инҫетлӗх туртӑмне.

Чикӗ ҫулӗ, Патша утти ҫулӗ,

Шетмӗпуҫ, Муркашӑн ҫулӗсем

Чӗннӗ те пуль, йыхӑрнӑ та пулӗ

Ҫӗн тавралӑха пире вӗсем…

Несӗлсем те ҫак ҫулсемпе утнӑ,

Кайма тухиччен инҫе ҫула,

Хӑшӗн ҫулӗ тухӑҫалла выртнӑ,

Камӑн – Сталинградран Берлина...

Утнӑ ялӑн ҫамрӑк ывӑл-хӗрӗ

Асӑнче тытса хӑй тивӗҫне,

Таврари вӑрманӗ те уй-хирӗ

Пиллӗхпе ӑсатнӑ ачине.

                         

        Тав сире, ял-йыш, тӑван тавралӑх,

Асӑмран кайми атте-анне…

Мӗн хӑварӑп ӳлӗм асӑнмалӑх?

Сӑввӑмра мухтам тӑван ене.

Кӳллинех мухтать ҫырма шапи те,

Пур унта апла мухтамалли.

Пушах мар саркайӑк йӑвисем те,

Пур вӗсен мӗне тав тумалли.

Ҫӗрӗ, шывӗ, улӑхӗ, вӑрманӗ,

              Ытарми ялсен урамӗсем…

Тӑван ен ҫинчен епле ҫын манӗ,

Ҫакӑнта пулсан тымарĕсем?

Уй-хирти ӗҫе тӑваҫҫӗ халӗ

Питё «ӑслӑ» трактор-комбайнсем,

Апла пур-ха ентешсен вӑй-халӗ,

Пултараҫҫӗ ҫӗр ӗҫченӗсем.

Керменсем пек ҫурт-йӗр ҫӗклееҫҫӗ,

Вӗренеҫҫӗ аслӑ шкулсенче,

Кӑйкӑр евӗр ачасем ӳсеҫҫӗ

Ҫамрӑк мӑшӑрсен ҫемйисенче.

Тӗрӗс ҫын пулмашкӑн вӗрентеҫҫӗ

Ача сачӗсенче, шкулсенче,

Ыр малашлӑх тӗслӗхне илеҫҫӗ

Таврари ӗҫ паттӑрӗсенчен.

Ҫар мухтавӗн паттӑрӗ те йышлӑ

Сӗнтӗрпе Муркаш тӑрӑхӗнче –

Ҫавӑнпа, тен, ҫывахрах пек уҫлӑх

Ҫӗнӗ самана ытамӗнче.